17§. Татăксене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни
Теори материалӗсем
Татăксене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни
|
Татăксене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни: пуплев пайĕ, пĕлтерĕш уушкăнĕ, предложенири çыхăнăвĕ, тĕрĕс çырасси |
Тĕслĕх: Ара, ку тĕрĕсех пулсан тĕленсе хытсах каймалла-иç!
Ара – татăк, каланă шухăша çирĕплетет, пĕтĕм предложенипе çыхăннă, ытти сăмахсенчен запятой лартса уйăрмалла.
-ех – татăк, сăмаха вăйлатса каланине пĕлтерет, тĕрĕс сăмахпа çыхăннă, хăй умĕнчи сăмахпа пĕрле çырмалла.
-ах – татăк, сăмаха вăйлатса каланине пĕлтерет, хытса сăмахпа çыхăннă, хăй умĕнчи сăмахпа пĕрле çырмалла.
-иç – татăк, предложенин шухаш тытăмне уçăмлатать, пĕтĕм предложенипе çыхăннă, сказуемăй пулакан сăмахран (хытса каймалла) дефиспа уйăрнă.
Асăрхăр! Хăш-пĕр татăксем (пулсан, çук, тем, та(те), халь) ытти пуплев пайĕсемпе омоним пулаççĕ.
Ҫӗнӗ материал
2024.07.21 17:10
Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: Петӗр Хусанкай. Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ. Торгашова Эвелина вулать


