16§. Татăксем

Теори материалӗсем

Татăксем

Татăксем тесе предложенин сăмахĕсемпе ушкăнĕсене е пĕтĕм предложение çĕнĕ сĕм паракан пулăшу сăмахĕсене калаççĕ.

Предложенире хăш-пĕр сăмхсем çумĕнче темиçе татăк та пулма пултарать: Эпир ват çынсем мар-çке-ха.

Предложени членĕсене е предложенисене хушăмлă пĕлтерĕшлĕ туса татăксем пирен пуплеве илемлĕрех те тĕрĕсрех, уçăмлăрах та витĕмлĕрех тăваççĕ, каланă шухаш чăннипе чăн маррине тата калаканнин кăмăлне палăртма май параççĕ.

Татăксем сăмах тума (такам – та+кам), шухăш пайĕсене, ун тĕшшине уйăрма (Пирĕн класс ак спорт ăмăртăвĕнчен паян çеç тавранчĕ), ыйтăва кăтартма (Аннеçĕм манăн чирлемест-и?) тата модальлĕхе палăртма (Çĕр çинче темле халăх та пур иккен) кирлĕ.

Татăксене çакăн пек ушкăнлаççĕ:

1) предложенин шухăш тытăмне уçăмлатаканнисем: ак(ă), ав(ă), вара, -ха, -халь, кăна, та(те), çеç, -иç, -çке, тăк(тĕк);

2) предложенин тĕллевне (ыйтăва) палăртаканнисем: -и, -ши, -шим, -им, -и-мĕн, нивушлĕ;

3) предложенин çуклăхне палăртаканнисем: мар, çук, ан;

4) сăмах тăваканнисем: та-(те-), ни-;

5) модальлĕхе палăртаканнисем: пулас, пулать, пуль, иккен, имĕш, ара, -тăр(-тĕр);

6) пахалăх виçине палартаканнисем: чи, чăн.

Ҫӗнӗ материал
2026.01.31 12:36
2026.01.31 11:42
2026.01.31 11:32
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сурхури (Видео)
2026.01.31 11:21
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Çерем пăсса вир акрăм (видео)
2026.01.30 23:56
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Илеме курма пÿрнĕ ача" видеоурок
2026.01.30 23:47
2026.01.30 23:35
2026.01.30 23:00
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Никита Бичурин çинчен (Видео)
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио