15§. Союзсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни
Теори материалӗсем
Союзсен морфологи тишкерĕвĕ
|
Союзсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкермелли йĕрке: пуплев пайĕ, сыпăнуллă е пăхăнуллă, союз пĕлтерĕшĕ: а) сыпăнтару, уйăру, хирĕçлев; ă) пирке, тĕллев, услови, тĕллевпе услови, килĕшÿ. |
Тĕслĕхрен: Кунĕпех чĕрĕслетсе çумăр çунă пулин те, урисем унăн тап-таса. Пĕрре шăм-шакĕ çÿçенчĕ, тепре сивĕ юхăм кĕлетки тăрăх каллĕ-маллĕ выляма тытăнче.
Пулин те –пăхăнуллă союз, килĕшĕве пĕлтерет.
Пĕрре-тепре – сыпăнуллă союз, уйăру союзĕ, пĕр ĕç тепринпе черетленсе ылмашнине пĕлтерет.
Ҫӗнӗ материал
2024.07.21 17:10
Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: Петӗр Хусанкай. Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ. Торгашова Эвелина вулать


