14§. Союзсем

Теори материалӗсем

Союзсем

Предложенин пĕр йышши членĕсене, хутсăр тата хутлă предложенин уйрăм пайĕсене пер-пĕринпе çыхăнтаракан пулăшу сăмахне союз теççĕ.

Союзсен лексика пĕлтерĕшĕ çук, вĕсем хăйсем тĕллĕн çÿремеççĕ, предложени членĕ пулмаççĕ.

Морфологи тытăмĕ тĕлĕшĕнчен союзсем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: хутсăррисем (тата, анчах, çапах, тесе, тесен) тата хутлисем (мĕншен тесен, ма тесен, пулсан та). Чăваш чĕлхинче икĕ хут калакан (пĕр-пĕр, ни-ни) союзсемпе мăшар союзсем те (пĕрре-тепре) пур.

Чăваш чĕлхинчи союзсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ пуплев пайĕнчен пулса кайнă:

а) хисеп ячĕсенчен: пĕр-пĕр, пĕрре-тепре;

ă) местоименисенчен: çапах, çавах;

б) глаголсенчен: тесе, тесен, мĕншĕн тесен, пулсан, пулсан та, пулин те;

в) наречисенчен: анчах, тата.

Союзсем хушшинче вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсем те пур: атту, ешĕл, хуть (хăть), ни-ни.

Функцийĕ тĕлĕшĕнчен союзсем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ:

а) сыпăнуллă союзсем (тата, анчах, та-те);

ă) пăхăнуллă союзсем (пулсан та, пулин те, енчен, тесе, тесен, мĕншĕн тесен).

Сыпăнуллă союзсем пĕр йышши членсене тата хутлă предложение кĕрекен пĕр-пĕрне пăхăнман предложенисене çыхăнтараççĕ. Тĕслĕх: Пилеш хитре, анчах йÿçĕ. Ман тÿрех Лисук патнелле чупмаллаччĕ, анчах унталла кайма май пулмарĕ-çке.

Хисеп ячĕн пайĕсем пĕр-пĕринпе сыпăнуллă çыхăнура тăнă чухне та(те) сăмах союз пулать. Тĕслĕх: Иоаким Максимов-Кошкинский пин те тăхăр çĕр çирĕм улттăмĕш çулта "Чăвашкино" кикностуди йĕркеленĕ.

Асра тыт!

 

Пăхăнуллă союз хыç сăмахран глаголăн сăпатлă форми хыççăн тăма пултарнипе уйрăлса тăрать.

Ҫӗнӗ материал
2026.01.31 12:36
2026.01.31 11:42
2026.01.31 11:32
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сурхури (Видео)
2026.01.31 11:21
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Çерем пăсса вир акрăм (видео)
2026.01.30 23:56
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Илеме курма пÿрнĕ ача" видеоурок
2026.01.30 23:47
2026.01.30 23:35
2026.01.30 23:00
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Никита Бичурин çинчен (Видео)
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио