12§. Хыç сăмахсем

Теори материалӗсем

Хыç сăмахсем

Тепĕр чухне сăмахсене çыхантарма вĕçленекен сăмах хыçне пулăшу сăмахĕ хушма тивет: Эпир урам тăрăх кайрăмăр.  Ку предложенире урам япала ятне кай глаголпа тăрах  пулăшу сăмахĕ çыхантарать. Ку предложенире тăрăх сăмах хыç сăмах пулать.

Хыç сăмахсем чăвах чĕлхинче самаях йышлă: пек, евĕр, валли, тăрăх, пирки, пула т.ыт.те.

Вĕçленекен сăмаха предложенири тепĕр сăмахпа çыхăнтарма пулăшакан пуплев пайне хыç сăмах теççĕ.

Хăш-пĕр хыç сăмахсем падеж аффиксĕсем пекех паллă ячĕсемпе причастисем çумне те хушăнма пултараççĕ: Çĕнĕ пек туйăнать. Пултарнă таран ĕçле.

Пек, пирки, таран, тери хыç сăмахсемлĕ пĕрлĕхсем хăйсем те хăш-пĕр чухне падеж аффиксĕсене те, сайра хутра  -и, -скер палăрту аффиксĕсене те йышăнаççĕ. -И, -скер аффикслă пĕрлĕхсенче хыç сăмах çыхăну функцине çухатать. -Чĕ(-ччĕ) аффикс сăмах ушкăнне иртнĕ вăхăт сĕмĕ парать.

Ҫӗнӗ материал
2026.01.31 12:36
2026.01.31 11:42
2026.01.31 11:32
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сурхури (Видео)
2026.01.31 11:21
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Çерем пăсса вир акрăм (видео)
2026.01.30 23:56
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Илеме курма пÿрнĕ ача" видеоурок
2026.01.30 23:47
2026.01.30 23:35
2026.01.30 23:00
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Никита Бичурин çинчен (Видео)
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио