10§. Хăвăр пĕлĕвĕре тĕрĕслĕр

Теори материалӗсем

Хĕвĕр пĕлĕвĕре тĕрĕслĕр

Чăваш глаголĕн системинче сăпатлă тата сăпатсăр формăсем пур. Сăпатлисен шутне наклонени, вăхăт, сăпат тата хисеп формисем кĕреççĕ. Ку формăри глагол предложенире сказуемăй пулать.

Сăпатсăррисен шутне инфинитив, причасти, деепричасти формисем кĕреççĕ. Ку формăсем наклонени, вăхăт, сăпат тата хисеп тăрăх улшăнмаççĕ, предложенире глагола е ун ушкăнне пăхăнаççĕ.

Глаголсен сăпатлă тата сăпатсăр формисем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ пулсан та, чылай енчен пĕр пек:

1)  хăйсемпе çыхăннă япала ячĕсене пĕр падежрах тытса пыраççĕ (хулара ĕçлет – хулара ĕçлекен, хулара ĕçлеме, хулара ĕçлесен);

2) иккĕшĕ те ĕç тунипе туманнине пĕлтереççĕ (çыратăп, çырмастăп – çырса, çырмасăр – çырнă, çырман);

3) иккĕшĕ те ĕç темиçе хут пулнине кăтартма пултараççĕ (вулатăп, вулакалатăп – вуласан, вулакаласан);

4) иккĕшĕ те ĕç тума пултарассипе пултармассине кăтартаççĕ (ĕçлерĕм, ĕçлейрĕм – ĕçлемесĕр, ĕçлеймесĕр, ĕçлеймерĕм).

 

Сăпатсăр формăри глаголсем предложенире кирек епле глагол форми туртăмĕнче тăраççĕ (калаçса лар, вуласа пĕтер), япала ячĕсене ăнлантараççĕ (вуланă кĕнеке, пуранас ĕмĕт).

Хушма каҫӑсем

Ҫӗнӗ материал
2026.01.31 12:36
2026.01.31 11:42
2026.01.31 11:32
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сурхури (Видео)
2026.01.31 11:21
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Çерем пăсса вир акрăм (видео)
2026.01.30 23:56
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Илеме курма пÿрнĕ ача" видеоурок
2026.01.30 23:47
2026.01.30 23:35
2026.01.30 23:00
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Никита Бичурин çинчен (Видео)
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио