9§. Глаголсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни

Теори материалӗсем

Глаголсен морфологи тишкерĕвĕ

Сăпатлă формăри глагол: глагол тĕпĕ, пулăвĕ, пурлă е çуклă форма, сăпатлă: наклонени, вăхăт, сăпат, хисеп.

Тĕслĕх: Ĕçлерĕмĕр  – глагол, тĕпĕ – ĕçле, иккĕмĕшле глагол, ĕç япала ячĕ çумне -ле аффикс хушăнса пулнă, пурлă формăра, сăпатлă формăра, кăтарту наклоненийĕнче, пĕр хут пулса иртнĕ вăхăтра, 1-мĕш сăпатра, нумайлă хисепре.

Сăпатсăр формăри глагол: глагол тĕпĕ, пулăвĕ, пурлă е çуклă форма, сăпатсăр: инфинитив (аффиксĕ), причасти (вăхăчĕ, палăрту форми, хисепĕ, падежĕ), деепричасти(аффиксĕ, пĕлтерĕшĕ)

Тĕслĕхсем.

Инфинтитив:

Курмашкăн – глагол, тĕпĕ – кур, пĕрремĕшле глагол, пурлă формăра, сăпатсăр форма, инфинитив,  - машкăн аффикс хушăннипе пулнă.

Причасти:

Тупнăран –  глагол, тĕпĕ – туп, пĕрремĕшле глагол, пурлă формăра, сăпатсăр форма, причасти, хальхи вăхăтра, туху падежĕнче.

Деепричасти:

Сухаламасан – глагол, тĕпĕ – сухала, суха япала ячĕ çумне -ла аффикс хушăнса пулнă иккĕмĕшле глагол, çуклă формăра, сăпатсăр форма, услови пĕлтерĕшлĕ -сан аффикслă деепричасти.

 
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42