7§. Деепричастисен пулăвĕ

Теори материалӗсем

Деепричастисен пулăвĕ

Деепричастисем глагол тĕпĕ çумне -са(-се), -сан(-сен), -сассăн(-сессĕн), -а(-е), аффикссем хушăнса пулаççĕ: юрласа, итлесе, юрласан, итлесен, юрла-юрла, итле-итле.

Хăш-пĕр деепричасти формисем танлаштаруллă степень аффиксне йышăнма пултараççĕ. Ун пек формăсем шутне -са(-се), -а(-е) аффикслă деепричастисем кĕреççĕ: каçăрăлсарах çÿрет, куларах пăхать.

-са(-се), -сан(-сен), -сассăн(-сессĕн) аффикслă деепричастисем çуклă формăра пулма пултараççĕ. Çуклă форма аффиксĕ -ма(ме) яланах глагол тĕпĕ çумне хушăнать, ун хыççăн – деепричасти аффиксĕ: выля-ма-сăр, ĕçле-ме-сен, вĕрен-ме-сессĕн.

Çуклă формăра аффикс -са(-се) мар, -сăр(-сĕр) пулать.

Деепричастин çуклă формине В.И. Сергеев тĕпчевçĕ хăйĕн („Чăваш чĕлхин морфологи категорийĕсем. Таблицăсемпе меслет кăтартăвĕсем. Шупашкар, 1994. 36 с.) кĕнекинче инфинитивăн çуклăх категорийĕ тесе калани те пур.

 

-сан(-сен) аффикслă деепричасти хутлă предложени тытăмĕнче çеç сказуемăй пулма пултарать: Хурăн çулçи сарăлсан килет вăрман илемĕ

Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем