4§. Причастисен палăрту формисем

Теори материалӗсем

Причастин палăрту форми

-И, -скер аффикс йышăннă причасти формисене причастин палăрту форми теççĕ.

Япала ятне пăхăнакан причасти çумне е -скер аффикс хушсан çав причастие хăй ăнлантаракан (тĕп) сăмахсăр та калама пулать. Тĕслĕхре пиçнĕ чие тесе калас вырăнне пиçнĕскер тесе кăна калама пулать. Кун пек формăсем япала ятне тепĕр хут калассинчен хăтараççĕ, вĕсем япала ячĕн пĕлтерĕшĕпе çÿреççĕ.

Сказуемăй пулакан причастисем пурте палăрту форминче пулма пултараççĕ. Хальхи тата иртнĕ вăхăтри причастисем палăрту аффиксĕсене йышăнсан туллин вĕçленеççĕ.

Причастисем палăрту формин аффиксне йышăнсан:

а) хальхи причасти аффиксĕнчи [н] хупă сасăпа пулас причасти аффиксĕнчи с хупă сасă вăрăмланать;

ă) иртнĕ причасти аффиксĕнчи [ă(ĕ)] уçă сасă, пулмалли причасти аффиксĕнчи [а(е)] сасă тухса ÿкет;

б) ун пек улшăнусем -скер аффикс хушăннипе пулнă палăрту форминчи сасăсен пулмаççĕ;

 

в) иртнĕ тата хальхи причастин çуклă форминче икĕ н (вуламанни, пĕлменни) çыраççĕ.

Сӑн пуххисем

Причастин палăрту форми

Причастин палăрту форми
Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)