3§. Причасти. Причастисем çинчен пĕтĕмĕшле ăнлантарни

Теори материалӗсем

Причасти

Глаголăн сăпатланман тепĕр форми причасти. Хăйĕн грамматика паллисем тăрăх пĕр енчен глаголпа, тепĕр енчен паллă ячĕпе пĕрешкел.

Глагол паллисем:

1) Причасти глагол пекех ĕçе пĕлтерет: кайнă, илнĕ, сывалнă;

2) вăхăт формисем пур: каякан (хальхи вăхăт), илнĕ (иртнĕ в.), сывалас (пулас в);

3) тăватă аспект форминче пулаççĕ: кайнă – кайман – каяйнă – каяйман;

4) ят сăмахĕсене тивĕçлĕ падежра тытса тăраççĕ: ташă ташлакан, юлташпа ĕçлемелле, ку юрра итленĕ.

Паллă ячĕн грамматика паллисем:

1) причасти, паллă ячĕ пекех, япала паллине ĕçĕ тăрăх палăртать: килте çырмалли сочинени, ĕнер курнă кино, сăвă калакан ачасем;

2) -и, -скер аффикссене йышăнать: çывăраканскер, ĕçлекенскер, курасси, пĕлмелли;

3) синтаксис тĕлĕшĕнчен определени тата обстоятельство пулни.

Çапла вара грамматика тĕлĕшĕнчен те, пĕлтерĕшĕ енчен илсен те причастисен глагол паллисем ытларах.

Чăваш чĕлхинче причасти форми нумай. Вĕсенчен пĕрисемпе тăтăш усă кураççĕ, теприсем вара кулленхи калаçура, илемлĕ литература произведенийĕсенче те сайра  çеç тĕл пулаççĕ.

Причастисен тăтăш усă куракан формисем наклоненисем тăрăх улшăнаççĕ: вĕсен кăтарту наклоненийĕ тата пулмалли наклонени пур.

Кăтарту наклоненийĕн виçĕ вăхăт форми: 1) хальхи вăхăт (каякан, килекен); 2) иртнĕ вăхăт (кайнă, килнĕ); 3) пулас вăхăт (каяс, килес). Причасти формисене кĕскетсе хальхи причасти, иртнĕ причасти, пулас причасти теççĕ.

 

Пулмалли наклоненин вăхăт формисем çук (каймалла, килмелле), ку формăна пулмалли причасти теççĕ.

Сӑн пуххисем

Причастисем

Причастисем
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42