1§. Глагол. Глаголăн сăпатсăр формисем
Теори материалӗсем
Глаголăн сăпатсăр формисем
Глаголăн сăпатлă формăсем тата сăпатсăр формăсем пур.
Наклонени, вăхăт, сăпат, хисеп тăрăх улшăнаканнисене глаголăн сăпатлă формисем теççĕ. Вĕсем предложенире тĕп член (сказуемăй) пулаççĕ. Тĕслĕхрен: Эпир Петюкпа каникулсене таврăнсан тĕл пулаттăмăр (кăт.н., т.и.в, 1 с., нум.х.).
Глаголăн сăпатсăр формисем виçĕ тĕрлĕ пулаççĕ:
1) инфинитив: çыр-ма, çыр-машкăн;
2) причасти: çыр-акан, çыр-нă, çыр-ас, çыр-малла;
3) деепричасти: çыр-са, çыр-а, çыр-сан, çыр-сассăн.
Сӑн пуххисем
Глагол
Ҫӗнӗ материал
2024.07.21 17:10
Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: Петӗр Хусанкай. Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ. Торгашова Эвелина вулать



