Чăваш чĕлхи – тĕрĕк чĕлхи

Теори материалӗсем

Чăваш чĕлхи - тĕрĕк чĕлхи

 Ученăйсем чĕлхесен хурăнташлă тĕрлĕ ушкăнне уйăраççĕ. Чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен йышне кĕрет. Тĕрĕк чĕлхисен шутне тата çак чĕлхесем кĕреççĕ: анăç тĕрĕк чĕлхисем – азербайджан, балкан тĕрĕк, гагауз, казах, караим, каракалпак, карачай-балкар, кумык, крым тутар, нухай, пушкăрт, çĕнĕ уйгур, турккă, туркмен, чăваш, тутар, узбек; тухăç тĕрĕк чĕлхисем – алтай, камасин, кăркăс, сарă уйгур, тофа, тува, хакас, якут, шор.

Кашнин халăхăн хăйне уйрăм чĕлхе, анчах вĕсен чĕлхи пĕр тымартан пулса кайнă. Ун пек чĕлхесене хурăнташ чĕлхесем теççĕ.

Тĕрĕк чĕлхисен те, чăваш чĕлхин те сăмахсен тĕп йышĕпе грамматика тытăмĕ пĕр евĕрлĕ, падеж формисем те тĕрĕк чĕлхисенче пĕр майлăрах.

Апла  пулин те чăваш чĕлхи ытти хурăнташ чĕлхесенчен уйрăмрах тăрать. Кун пек уйрăмлăхсем чăвашсен аслашшĕсем нумай ĕмĕр хушши ытти хурăнташ халăхсенчен уйрăм пурăннипе çыхăннă.

 Чăваш чĕлхин фонетикинче пысăк уйрăмлăх чылай – 1) ылмашусем: у(о) – а (пуç – баш, улттă – алты); й – к, г (йĕтĕн – кетен, каден; юр [йур] – кар, гар); л – ш, с (хĕл – кыш, кыс; утмăл – алтмыш); ç – й, дь, джь, ч (çул – йол; çĕр – йэр, дьер, чер); х – к (хурлăхан – карлыган, корлыган; хăях – кыяк); 2) к сасă сăмах вĕçĕнче тухса ÿкни: хăйма – каймак; хăна – кунак; алă  – елык; 3) сăмах пуçламашне в хупă сасă кĕрсе ларни: вăл – ол, ул; вăрман – урман.

Морфологире те уйрăмлăхсем пур: 1) нумайлă хисеп аффиксĕ чăваш чĕлхинче -сем, ытти тĕрĕк чĕлхисенче -лар(-лер) тата унăн фонетика варианчĕсем: юлташсем – йолдашлар, урамсем – урамнар; 2) чăваш чĕлхинче каманлăх форминчи сăмахсенче нумайлă хисеп аффиксĕ яланах камăнлăх аффиксĕ хыççăн хушăнать; ытти тĕрĕк чĕлхисенче камăнлăх аффиксĕ нумайлă хисеп аффиксĕ хыççăн тăрать: хĕрĕмсем – кызларым, аппусем – апаларын; 3) чăваш чĕлхинче хушу наклоненийĕн çуклăх форми ан татăкпа пулать. Ку наклоненин ытти тĕрĕк чĕлхисенче ятарлă аффикс пур  -ма(-ме): ан пуçла – бошлама, ан кил – келма.

Видео

Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем