44§. Килĕшÿ наклоненийĕ

Теори материалӗсем

Килĕшÿ наклоненийĕ

Сӑпат

Форма

Пӗреллӗ хисеп

Нумайлӑ хисеп

1-мĕш

2-мĕш

3-мĕш

 

пурлă

кай-ăп-ин

кай-ăсă-н

кай-V-ин

кай-ăп-ăр-ин

кай-ăсă-V-р

кай-ĕ-ç-ин

1-мĕш

2-мĕш

3-мĕш

 

çуклă

кай-м-ăп-ин

кай-м-ăсă-н

кай-м-V-ин

кай-м-ăп-ăр-ин

кай-м-ăсă-V-р

кай-м-ĕ-с-ин

 

Килĕшӳ наклоненийĕнчи глаголсем калаканни çав ĕçпе килĕшнине, уншăн ĕç результачĕ кирек епле пулсан та пур пĕрех иккенне пĕлтерет. 

Килĕшу наклоненийĕн сăпатланăвĕ хăйне евĕрлĕ: 1) наклонени пĕлтерĕшне 1-мĕшпе 3-мĕш сăпатсенче -ин аффикс, 2-мĕш сăпатра -ăсă(-ĕсĕ) аффикс палăртать; 2) сăпат аффиксĕсем малтанхи икĕ сапатра çеç пур: -ăн(-ĕн), -н (пĕл-ĕп-ин, пĕл-ĕсĕ-н); 3) нумайлă хисеп аффиксĕ 1-мĕшпе 2-мĕш сăпатсенче –ăр(-ĕр), -р (пĕл-ĕп-ĕр-ин, пĕл-ĕсĕ-р); 4) çуклă форма глагол тĕпĕ çумне   аффикс хушăннипе пулать (пĕл-м-ĕ-ç-ин, çыр-м-ăп-ăр-ин).

Килĕшӳ наклоненийĕнчи сăпат формисем –ччĕ аффикс йышăнма пултараççĕ. Ун пек чухне формăсем ĕçе тума чунтан ыйтнине пĕлтереççĕ: пĕлинччĕ, курăсăнччĕ, кайăпинччĕ.

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42