40§. Кăтарту наклоненийĕ. Хальхи, пулас, иртнĕ вăхăт

Теори материалӗсем

Кăтарту наклоненийĕ

Кăтарту наклоненийěн ятарлă морфологи паллисем çук.  Ытти наклоненисем хушшинче вăл вăхăт формисемпе палăрса тăрать, апла пулсан кăтарту наклоненийěнчи  глаголсем вăхăт тăрăх улшăнаççě. Кăтарту наклоненийě халь пулакан, пулнă тата пулас ěçсене пěлтерет. Пулса иртнě ěçе чăваш чěлхинче икě тěрлě палăртаççě: пěрре иртнě вăхăт формипе тата темиçе иртнě вăхăт формипе. Вăхăт аффиксěсене çапла тупмалла: малтан глагол тěпне,унтан сăпат аффиксне уйăрмалла, сăмах тěпěпе  сăпат аффиксě хушшинчи вăхăт аффиксне кăтартмалла: выр-ат-ăп, выр-т-ăм, выр-ăп. Çуклă форма аффиксě глагол тěпěпе вăхăт аффиксě хушшинче вырнаçать: выр-мас-т-ăн, выр-ма-р-ăм, выр-мас-т-ăм, выр-м-ăп.

 Хальхи вăхăтри глаголсен ыйтăвěсемпе  паллашни

  Пěрреллě хисеп                            нумайлă хисеп

1с. Мěн тăватăп?                       1с. Мěн тăватпăр?

2с. Мěн тăватăн?                       2с. Мěн тăватăр?

3с. Мěн тăвать?                         3с. Мěн тăваççě?


ĔÇ: Видеори кăтарту наклоненийĕнче тăракан глаголсене çырса илĕр.

Видео

Хушма каҫӑсем

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем