Теори материалӗсем
Сăпатлă е сăпатсăр глагол
Глаголăн сăпатлă формисем сăпатсăр формăсенчен наклонени, вăхăт тата хисеп тăрăх улшăннипе уйрăлса тăраççĕ.
Глаголăн сăпатлă формисем сăпатланаççĕ.
1-мĕш сăпатри глагол калаканни ĕçе хăй тунине пĕлтерет: Эпĕ каятăп. Эпир кайрăмăр. Эпĕ каям. Эпир кайăттăмăр.
2-мĕш сăпатри глагол хăвпа калаçакан çын тăвакан ĕçе кăтартать: Эсĕ каятăн. Эсир кайрăр. Эсĕ кай. Эсир кайăттăр.
3-мĕш сăпатри глагол çывăхра çук çын тăвакан ĕçе кăтартать: Вăл кайрĕ. Вĕсем кайрĕç. Вăл кайтăр. Вĕсем кайĕччĕç.
Глаголăн сăпатсăр формисем сăпатланмаççĕ: шкула кайма хатĕрленсен, шкула кайнă вăхăт, шкула каякан ача, çитес уяв, канмалли вăхăт, укçа илмелĕх ĕçле.
Сăпатланакан глаголсене сăпатланманнисенчен уйăрма питех те çăмăл. Енчен те тĕрĕслемелли глагол пур сăпатра, сăпатăн кирек хăш хисепĕнче те пĕрешкелех пулсан – вăл сăпатланмасть. Тĕслĕхрен:
Эпĕ кайсан... Эпир кайсан… (килтĕн).
Эсĕ кайсан …Эсир кайсан…
Вăл кайсан … Вĕсем кайсан …
Кунта кай глагол сăпатсăр формăра тăни аван курăнать (пур сăпатра та пĕр пекех усă курма пулать).
Сăпатланакан глагола вара эпир ун пек ирĕклĕн усă кураймастпăр:
Эпĕ кайрĕ. Эпир кайрĕ.
Эсĕ кайрĕ. Эсир кайрĕ.
Вăл кайрĕ. Вĕсем кайрĕ.
Кунта кай глагол сăпатлă формăра тăрать, мĕншĕн тесен эпир ăна виççĕмĕш сăпатра тата пĕреллĕ хисепре кăна кайрĕ тесе калама пултаратпăр.
Наклонени –калаканни ӗҫ ҫине мӗнле пăхнине кăтартакан форма. Чăваш чӗлхинче кăтарту, ӗмӗт, хушу, килӗшў наклоненийӗсем пулаҫҫӗ.
ĔÇ: Видеосăвва тимлĕ итлĕр, унти сăпатланакан глаголсене пĕр юпана, сăпатланманнисене тепĕр юпана çырăр. Çырнă вăхăтра видеона тăхтав çине лартсан лайăх.