38§. Глаголсен пулăвĕ

Теори материалӗсем

Глагол пулăвĕ

Глаголсем пулăвĕпе икĕ тĕрлĕ: пĕрремĕшлисем тата иккĕмĕшлисем.

Пĕрремĕшле глаголсем сĕм авалах пулса кайнă. Вĕсем шутне ытларах пĕр сыпăклă глаголсем кĕреççĕ: кай, кил, лар, ут, чуп, сап, тух тата ытти те. Икĕ сыпăклисем те сахал мар: вула, авăт, алхас, васка, вăтан тата ыттисем.

Иккĕмĕшле глаголсем ят тата евĕрлев сăмахĕсем çумне тĕрлĕ аффикссем хутшăннипе пулаççĕ.

Пуплев пайĕ

Пуплев пайне кĕрекен тĕслĕх

Хутшăнакан аффикс

Глагол

Япала ячĕ

(кам? мĕн?

сăрă, чир

тус, илем

пуç

-ла(-ле), -лан(-лен)  

-лат(-лет), -лаш(-леш)

-ăн(-ĕн) -н

сăрла, чирле, сăрлан, чирлен

туслаш, илемлет

пуçăн

Паллă ячĕ

(мĕнле, ăçти? хăçанхи?)

тикĕс, лайăх, тан,ансат, сивĕ, яка

-ла(-ле), -лан(-лен)

-лат(-лет), -лаш(-леш)

-ăн(-ĕн) -н, -ал(-ел) -л

тикĕсле, лайăхлан

танлаш, ансатлат

сивĕн, якал

Глагол

(мĕн ту?)

çыр, кĕске

тĕк, тулла

кала, вĕрен, ÿк

пĕл, кала

-ăн(-ĕн) -н, -ал(-ел) -л

-ăш(-ĕш), -аш(-еш) -ш

-ăç(-ĕç) -ç, -т, -ар(-ер)

-тар(-тер), -ттар(-ттер)

çырăн, кĕскел

тĕкĕш, туллаш

калаç, вĕрент, ÿкер

пĕлтер, калаттар

Евĕрлев сăмахĕ

(мĕнле?)

мăр

так, йăл

пăшăл

-ла(-ле), -лат(-лет)

-ка(-ке), -кăш(-кĕш)

-тат(-тет)

мăрла, мăрлат

такка, йăлкăш

пăшăлтат

ĔÇ: Видеосăвва тимлĕ итлĕр. Иккĕмĕшле глаголсем пур-ши унта?

Видео

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42