37§. Глаголсем çинчен ăнлантарни
Теори материалӗсем
Глагол
Япала ĕçне кăтартакан пуплев пайне глагол теççĕ. Глаголăн ыйтăвĕсем: мĕн тăвать? мĕн турĕ? мĕн тума? мĕн тусан? тата ытти те. Ку пуплев пайĕ ытти пуплев пайĕсенчен наклонени, сăпатлă тата сăпатсăр формисем пуррипе уйрăлса тăрать. Наклонени – глаголăн грамматика категорийĕ, вăл глагол кăтартакан ĕç чăн пулнипе пулманнине, калаканĕ ĕç çине мĕнле пăхнине кăтартать: шкула кайрĕ (ĕç тунине кăтартать), шкула кай (ĕç тума хушать), шкула кайăттăм (ĕç тума ĕмĕтленет), шкула кайăпин (ĕç тума килĕшнине пĕлтерет).
Глагол пурлă тата çуклă формисем пур. Çуклă формăна -м, -ма(-ме), -мас(-мес) аффиксемпе палăртаççĕ: каймăп,килмерĕ, курмастăн.
Çавăн пекех глаголăн пулаю форми пур, вăл -ай(-ей) аффикспа пулать: калайăп, килейĕ.
ĔÇ: "Кил тĕпкĕчи" видеосăвва тимлĕ итлĕр, çуклă формăри глаголсене çырса илĕр.
Видео
Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем
Ҫӗнӗ материал
2024.07.21 17:10

Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: Петӗр Хусанкай. Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ. Торгашова Эвелина вулать