35§. Евĕрлев сăмахĕсемпе паллаштарни
Теори материалӗсем
Евĕрлев сăмахĕ
Евĕрлев сăмахĕ — çут çанталăкри сас-чĕве, шăв-шава, тĕрлĕ сăнлăхпа хусканăва евĕрлесе кăтартакан сăмах.
Ушкăнсем |
Тĕслĕхсем |
1. Сас-чĕве еверлекен сăмахсем | мăр-мăр, чĕвĕл-чĕвĕл, нарт-нарт, шăкăл-шăкăл, шăнкăр-шăнкăр, шарт, пат, çат, шанк, ян-н, шари-и-и, ту-ту-ту, кăчăрт-кăчăрт |
2. Сăнлăха евĕрлекен сăмахсем | йăлтăр, мăч-мăч, яри, йăлтăр-ялтăр, йăл-йăл, кăн-н т. ыт. те |
Сасăпа морфема тытăмне шута илсе евĕрлев сăмахĕсем икĕ ушкăна уйăраççĕ:
• пĕрремĕшлисем (шат, йăл, ял, вĕл);
• иккĕмĕшлисем (шатăр, шатăрт, йăлт, йăлтăр, ялтăрт, вĕлт, вĕптĕрт).
ĔÇ: Видеора тĕл пулакан евĕрлев сăмахĕ мĕнле пуплев пайĕпе çыхăннă-ши?
Сӑн пуххисем
Тумла юрри
Видео
Хушма каҫӑсем
Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем
Ҫӗнӗ материал
2024.07.21 17:10

Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: Петӗр Хусанкай. Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ. Торгашова Эвелина вулать