33§. Наречисен танлаштару формисем
Теори материалӗсем
Наречисен танлаштару форми
Мĕнлелĕх паллă ячĕсем пекех, мĕнлелĕх наречийĕсем те танлаштаруллă тата вăйлă формăра пулаççĕ. Наречисен танлаштаруллă форми -рах(-рех), -тарах(-терех) аффикспа пулать: апларах, хăвăртрах, хуллентерех. Чăваш чĕлхинче мĕнлелĕх наречийĕсем çеç мар, хăш-пĕр вырăн (леререх, кунтарах), вăхăт (тинтерех, паçăртарах) тата виçе (ытларах, тÿремрех) наречийĕсем те танлаштаруллă форма аффиксне йышăнма пултараççĕ. Наречисен вăйлă форми мĕнлелĕх наречийĕсен пуçламăш формине икĕ хут каланипе пулать: харăс-харăс, аран-аран, хуллен-хуллен. |
Ҫӗнӗ материал
2024.07.21 17:10

Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: Петӗр Хусанкай. Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ. Торгашова Эвелина вулать