Теори материалӗсем
Наречи
Ĕçĕн паллине е тепĕр паллăн паллине кăтартакан пуплев пайне наречи теççĕ. Япалан çеç мар, ĕçĕн те паллисем пулаççĕ: Пĕвери шыв майĕпенех тулса пычĕ. Кунта майĕпенех сăмах ĕçĕн уйрăмлăхне кăтартать. Хăш-пĕр чухне наречи паллă ятне те ăнлантарма пултарать: ытла нумай, кăшт пĕчĕкрех. Чăваш чĕлхинче наречин ятарлă морфологи палли – аффикссем çук: паян, тăрук, пайах, юри, темле. Наречисем уйрăм падеж аффиксĕсене те, ытти аффикссене те йышăнма пултараççĕ. Наречисем хушăран нумайлă хисепре, палăрту тата танлаштару форминче пулаççĕ. |
Предложенире наречисем ĕçĕн, паллăн е япалан паллине пĕлтерсе мĕнле те пулин кĕçĕн член пулаççĕ: Тăвансемпе юлташсем пиртен яланах (обст.) ырă хыпарсем кĕтеççĕ. Нина – хастар доярка. Вăл пуринчен те ытларах (опред.) сĕт илет.