28§. Паллă местоименисем

Теори материалӗсем

Паллă местоименисем

Чăваш чĕлхинче паллă местоименисем йышлă мар. Вĕсен шутне пур, пурте, пĕтĕм, ытти, кашни, харпăр, урăх, тепĕр йышши сăмахсем кĕреççĕ.

Паллă местоименисем калакан çыншăн мĕн те пулин (е япала, е унăн палли, е япалан хисепĕ) паллă пулнине пĕлтереççĕ.

Пур местоимени сăпат аффиксне йышăнма пултарать, ун пек чухне япала ячĕ пекех вĕçленет: пурсăмăр (1 с.), пурсăр (2 с.), пурĕ (3 с.).

Кашни местоимени те япала ячĕ пĕлтерĕшлĕ чухне вĕçленет.

Тепĕр, урăх местоименисем паллă ячĕ евĕрлĕ, çавăнпа аффикс йышăнма пултараççĕ (тепри, урăххи).

Паллă местоименисем предложенире тĕп член та, кĕçĕн член та пулаççĕ.

 

Паллă местоименисен: а) вăйлату форми – пурнех, пуртех, кашнинех, пурсăмăрах т.ыт. те; ă) иртнĕ вăхăт форми – кашнинченччĕ, тепринченччĕ, урăххинченччĕ, урăххинеччĕ.

Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)