24§. Кăтарту местоименийĕсем

Теори материалӗсем

Кăтарту местоименийĕ

Ку, çак(ă), çав(ă), леш, хайхи сăмахсем  кăтарту местоименийĕсем шутне кĕреççĕ. Вĕсене пуплевре ят сăмахсем вырăнне калаççĕ.

Пĕлтерĕшĕ тăрăх кăтарту местоименийĕсене икĕ ушкăна уйăрма пулать: 1) ку, çак(ă) местоименисем япала калаканни умĕнче пулнине, калаканшăн çывăххине пĕлтереççĕ: ку арман, çак йывăç; 2) леш, çав(ă) местоименисем япала аякрине, калаканшăн çывăхра маррине пĕлтереççĕ: леш урам, çав вăрман. Çапла вара, çак икĕ ушкăна кĕрекен сăмахсем антонимлă пулаççĕ: çак – çав, ку – леш, вăл.

-Скер аффикс йышăннă местоимени предложенире подлежащи пулать.

Кăтарту местоименийĕсем туллин улшăнаканнисем шутне кĕреççĕ. Вĕсен евĕрлев форми çапла йĕркеленет: кунашкал, çакнашкал.

Леш местоимени 3-мĕш сăпат аффиксне йышăнсан çеç вĕçленме пултарать.

Çак(ă), çав(ă), леш(ĕ) местоименисене паллă ячĕ вырăнне çÿренĕ чухне хальхи чĕлхере сăмах вĕçĕнчи ă, ĕ сасăсемсĕр калаççĕ: çак ял, çав вăхăт, леш уй.

 

Ку местоимение пур формăра та у  сас паллипе çырмалла: ку – кун, куна, кунта, кунтан, кунпа, кунсăр, куншăн. Анчах вăл-ку местоимение пару падежĕнче ăна-кăна çырмалла.

Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)