23§. Таврăну местоименийĕсем

Теори материалӗсем

Таврăну местоименийĕ

Таврăну местоименийĕсен шутне хам, ху (хăв), хăй сăмахсем кĕреççĕ. Ку местоименисем нумайлă хисепре те пулаççĕ: хамăр, хăвăр, хăйсем.

Таврăну местоименийĕсем сăпат, хисеп тăрăх улшăнаççĕ тата  вĕçленеççĕ.

 Ху (хăв), хăй местоименисене вĕçленĕ чухне хăш-пĕр падежсем икĕ вариантлă пулаççĕ. Пĕрлелĕх, çуклăх, пирке падежĕсенче ху (хăв), хăй местоименисен икĕ варианчĕпе те усă курма юрать: хупа е хăвăнпа, хусăр е хăвăнсăр, хушăн е хăвăншăн, хăйпе е хăйĕнпе, хăйсĕр е хăйĕнсĕр, хăйшĕн е хăйĕншĕн.

Таврăну местоименийĕсене час-часах местоимени е япала ячĕ хыççăн хушса калаççĕ: эпĕ хам, эсĕ ху, вăл хăй, Петров хăй.

 

Таврăну местоименийĕсен: а) вăйлату форми – хамах, хăвах, хăех, хамăрах, хăвăрах; ă) иртнĕ вăхăт форми – хамччĕ, хамăрччĕ, хăйччĕ, хăйсемччĕ т.ыт.те.

Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)