21§. Местоименисем çинчен вĕреннине аса илни
Теори материалӗсем
Местоименисем
Пĕлтерĕшне тата грамматика паллисене кура местоименисене 7 ушкăна уйăраççĕ: 1) сăпат местоименийĕсем: эпĕ, эсĕ, вăл; 2) таврăну местоименийĕсем: хам, ху, хăй; 3) кăтарту местоименийĕсем: ку, çак, çав, леш; 4) ыйту местоименийĕсем: кам, мĕн, епле, хăш, миçе; 5) çуклăх местоименийĕсем: никам, нимĕн, нимĕнле, ниепле т.ыт. те; 6) паллă мар местоименисем: такам, темĕн, темĕнле, тепле, темиçе; |
7) паллă местоименисем: пур, пурте, кашни, харпăр, тепĕр (тепри), ытти тата кирек кам, кирек мĕн, хуть кам.
Сӑн пуххисем
Местоимени
Ҫӗнӗ материал
2024.07.21 17:10

Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: Петӗр Хусанкай. Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ. Торгашова Эвелина вулать