Теори материалӗсем
Паллă ячĕсен пулăвĕ
Иккĕмĕшле паллă ячĕсем япала ячĕ, паллă ячĕ, глагол, евĕрлев сăмахĕ çумне тĕрлĕ аффикс хушăннипе пулаççĕ. Аффикс хушăннипе пулнă иккĕмĕшле сăмах паллă ячĕсен мĕн пур паллине туянать: танлаштару форминче те палăрту форминче те пулать. Хăш аффикссем (анлă усă кураканнисем) хăш пуплев ячĕ çумне хушăнса паллă ятне тунине пăхăпăр: 1) япала ячĕ çумне -ак(-ек), -амас(-емес), -лак(-лек) аффикссем хушăнаççĕ: йÿçек, пăрлак, çилхемес; 2) паллă ячĕ çумне -ка(-ке), -амас(-емес), -ашка(-ешке) аффикссем хушăнаççĕ: çаврака, хĕрлемес, çемçешке; 3) глагол çумне -кăн(-кĕн), -ăк(-ĕк), -ака(-еке), -чăк(-чĕк), -ак(-ек), -лак(-лек) аффикссем хушăнаççĕ: вĕçкĕн, савăк, сарлака, мухтанчăк, йÿçек, шуçлак. 4) евĕрлев сăмахĕ çумне -ка(-ке), -ти, лак(-лек) аффикссем хушăнаççĕ: йăлтăркка, çатăрти, шарлак. |
