11§. Япала ячĕсене морфологи тĕлĕшĕнчен тишкерни
Теори материалӗсем
Япала ячĕсен морфологи тишкерĕвĕ
Тишкерÿ йĕрки 1. Пуплев пайĕ. 2. Сăмах тĕпĕ. 3. Пĕрремĕшле сăмах-и, е иккĕмĕшле сăмах-и? 4. Иккĕмĕшле сăмах мĕнле майпа пулнă? 5. Пайăр е пайăр мар ят. 6. Камăнлăх форми: сăпачĕ, хисепĕ (пур пулсан). 7. Хисепĕ. 8. Падежĕ. Тĕслĕхсем: Тусăмсемпе – япала ячĕ, сăмах тĕпĕ – тус, пĕрремĕшле сăмах, пайăр мар ят, камăнлăх форминче, 1-мĕш сăпатра, сăпачĕ пĕрреллĕ хисепре, япала ячĕ нумайлă хисепре, пĕрлелĕх падежĕнче. |
Хурăнлăхра – япала ячĕ, сăмах тĕпĕ – хурăнлăх, иккĕмĕшле сăмах, хурăн япала ячĕ çумне -лăх аффикс хушăнса пулнă, пайăр мар ят, пĕрреллĕ хисепре, вырăн падежĕнче.
Хушма каҫӑсем
Ҫӗнӗ материал
2024.07.21 17:10

Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: Петӗр Хусанкай. Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ. Торгашова Эвелина вулать