10§. Япала ячĕсен камăнлăх форми

Теори материалӗсем

Япала ячĕсен камăнлăх форми

Чăваш чĕлхинче япала пĕрре е нумай пулнине тата çав япала миçе çыннăн пулнине пĕр сăмахпах кăтартма пулать.

Япала камăннине кăтартма ун ячĕ çумне сăпат аффиксĕсем хушаççĕ. Пурĕ виçĕ сăпат. Кашни сăпатăн хăйĕн аффиксĕ пур: 1 с. – ăм (-ĕм, -м) (кăранташ-ăм, кĕнеке-м); 2 с. – -у(-ÿ) (кăранташ-у, кĕнек-ÿ); 3 с. – -ĕ (-и) (кăранташ-ĕ, кĕнек-и).

Япала пĕр çыннăн та, темиçе çыннăн та пулма пултарать. Çавăнпа япалан хуçине те икĕ хисепре кăтартма пулать. Пĕрреллĕ хисепе аффикссăрах палăртаççĕ, сăпатăн нумайлă хисепне -ăр(-ĕр) аффикс хушса кăтартатпăр.

1-мĕш сăпатра нумайлă хисеп аффиксĕ -ăр(-ĕр)  сăпат аффиксĕ ăм (-ĕм, -м) çумне хушăнать (кĕнеке-м-ĕр). 2-мĕш сăпатра чух нумайлă хисеп аффиксĕ умĕн сăпат аффиксĕ тухса ÿкет (кĕнек-V-ĕр). 3-мĕш сăпатра сăпат аффиксĕ пур, нумайлă хисеп аффиксĕ çук (кĕнек-и-V).

Япала ячĕн 3-мĕш сăпачĕ пĕрреллĕ е нумайлă хисеприне  уйрăм илнĕ сăмах тăрăх пĕлме май çук, ун сăпатне çав япала ятне ăнлантаракан сăмах тăрăх çеç пĕлме пулать: унăн кĕнеки (сăпачĕ пĕрреллĕ хисепре) – ачасен кĕнеки (сăпачĕ нумайлă хисепре).

Камăнлăх форминче сăпатăн хисепне çеç мар, япала ячĕн хисепне те кăтартма пулать. Япала пĕрре çеç пулнине аффикссăрах кăтартаççĕ. Япали нумай пулсан -сем аффикс хушмалла: сăввăмсем, сăввусем, сăввисем; сăввăмăрсем, сăввăрсем, сăввисем.

Хальхи чăваш чĕлхинче япала ячĕсен камăнлăх формипе сайрарах усă кураççĕ. Ăна ытларах тăванлăх сăмахĕсенче тĕл пулатпăр.

Тăванлăх сăмахĕсен 1-мĕш сăпат формипе япала камăннине кăтартас тĕллевпе çеç мар, çав тери сума сунине е йăлăнса ыйтнине пĕлтерме те усă кураççĕ.

 

3-мĕш сăпат аффиксне йышăнса пулнă камăнлăх форми япалан хуçине çеç мар, икĕ япала хушшинчи çыхăнăва та кăтартать: упа ташши (упа пек ташланă ташă), çăнăх миххи (çăнăх тытмалли михĕ).

Сӑн пуххисем

Камăнлăх форми

Камăнлăх форми
Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)