9§. Вырăс чĕлхинчен йышăннă япала ячĕсене çырасси

Теори материалӗсем

Вырăс чĕлхинчен йышăннă япала ячĕсене çырасси

Йышăннă сăмахсене тĕп падежра тата тĕп мар падежсенче мĕнле çырмаллине асăрхăр:

1) вырăс чĕлхинчи сăмах -ия, -ий, -ский сас паллисемпе вĕçленсен тĕп падежра сăмах вырăс чĕлхинчи пекех юлать (Ксения, Горький, Каховский), тĕп мар падежсенче сăмах тĕпĕнчи тата сас паллисем тухса ÿкеççĕ (Ксенире, Горькипе, Каховскисĕр);

2) -ея  сас паллипе вĕçленсен (аллея) тĕп мар падежсенче сăмах тĕпĕнчи вырăнне -йă çырмалла (аллейăран);

3) -а, -о, -е, -ье, -я сас паллипе вĕçленсен, ударени юлашки сыпăк çине ÿкмен сăмахсенче (сцена, общество, кофе, платье, Настя )тĕп мар падежсенче сăмах тĕпĕнчи -а, -о сас палли вырăнне , сас палли вырăнне (сценăсăр, обществăпа, кофĕшĕн), -ье вырăнне -йĕ (платйĕпе), вырăнне -ьă (Настьăран) çырмалла;

4) -а, -о, -е сас паллипе вĕçленсен, ударени юлашки сыпăк çине ÿкекен сăмахсенче сăмах тĕпĕнче нимĕнле улшăну та пулмасть (стенапа, кафере, киноран);

5) -сть, -сь, -зь сас паллисемпе вĕçленсен тĕп падежра сăмах вырăс чĕлхинчи пекех юлать (власть, перепись, князь), тĕп мар падежсенче сăмах тĕпĕнчи) -сть, -сь, -зь сас паллисем вырăнне çырмалла (влаçшăн, перепиçре, княçпа);

6) вырăс чĕлхинчи сăмах икĕ пĕр пек хупă сас паллипе пĕтет пулсан (грамм, грипп) чăваш чĕлхинче икĕ хупă сас палли вырăнне пĕр хупă сас палли çырмалла (грампа, грипран).

 

Калаçура и сасăпа пĕтекен япала ячĕсен пĕрреллĕ хисепри пару падеж формине 3-мĕш сăпатри çав падеж формипех пăтраштармалла мар. Пăтраштарас мар тесен кĕрсе ларакан хупă сасăпа сăпат аффиксне уйăрса илме пĕлмелле. Япала ячĕ сасăпа пĕтсен пару падежĕн аффиксĕ умне й сасă кĕрсе ларать (станцийэ – çырура станцие); 3-мĕш сăпатри япала ятĕнче н сасă хушăнать (Сĕве станцине).

Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)