Теори материалӗсем
Япала ячĕсен хисепĕ
Япала ячĕсен икĕ хисеп: пĕрреллĕ тата нумайлă. Пĕрреллĕ хисепĕн ятарлă морфологи палли çук. Чăваш чĕлхинче нумайлăха -сем(-сен) аффикс хушса çеç мар, урăхла мелсемпе те кăтартма май пур: 1) хăш-пĕр япала ячĕсене икшер хут каланипе: ял-ял витĕр тухрăмăр, уй-уй урлă каçрăмăр; 2) япала ячĕ умне хисеп ячĕсем лартса: пилĕк кĕнеке, сакăр пукан. 3) япала ячĕ умне нумайлăха кăтартакан сăмахсем (нумай, чылай, пайтах, темиçе) хушнипе: нумай (п.я.) ача, темиçе (местоимени) кун. Нумайлăха лексика мелĕпе палăртнă чухне нумай, чылай, пайтах, темиçе йышши сăмахсем тата хисеп ячĕсем хыççăнхи япала ячĕсем яланах пĕрреллĕ хисепре пулаççĕ: нумай тутăр – нумай тутăрсем мар, вунă çын – вунă çынсем мар. Яланах пĕрреллĕ хисепре калаççĕ: 1) мăшăр япала ячĕсене (çăкăр-тăвар, хур-кăвакал, уй-хир); 2) темиçе япала ушкăнне кăтартакан сăмахсене (сахăр, хăяр, хăйăр, тусан); 3) мăшăрлă пайсенчен тăракан япаласене пĕлтерекен сăмахсене (куç, тута, хăлха, ура, алă, йĕлтĕр, пушмак). |
Пайăр ятсем çумне хушăннă чухне нумайлăх аффиксĕ çав ятлă çынсем нумаййине çеç мар, унпа çывăх çынсен ушкăнне е çын ăçтан пулнине пĕлтерет: Эпĕ Нинăсем патĕнче пулнă. Вăл Канашсемччĕ.