3§. Тулли мар пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсем

Теори материалӗсем

Тулли мар пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсем

Чăваш чĕлхинче тулли мар пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсем шутне ай, аяк, ăш(ĕ), варă, вĕç, пуç, çи, çум, тăрă, ум, хыç  сăмахсем кĕреççĕ. Вĕсем урăх япала ячĕ хыççăн тăрса вăхăта е вырăна кăтартса параççĕ. Тĕслĕхрен, Кĕнекене сĕтел çине хутăм предложенири çине япала ячĕ кĕнекене ăçта хунине  кăтартать (хыçне е айне мар).

Тулли мар япала ячĕсем пăхăнакан сăмахсемпе пĕрле вĕçленеççĕ, ытларах чух пару, вырăн тата туху падежĕсен аффиксĕсене йышăнаççĕ: кĕпер çумне, кĕпер çумĕнче, кĕпер çумĕнчен.

Вăхăт, хушă, çул, самант, сехет, кун йышши япала ячĕсем тулли пĕлтерĕшпе те, тулли мар пĕлтерĕшпе те çÿреме пултараççĕ: Вăхăт çитмесĕр тырра кĕлете кĕртеймĕн. – Спектакль пынă вăхăтра ачасем шăпăрт ларчĕç.

 
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42