2§. Япала ячĕсем çинчен ăнлантарни
Теори материалӗсем
Япала ячĕ
Япалана пĕлтерекен кам? е мĕн? ыйтура тăракан пуплев пайне япала ячĕ теççĕ. Кам? ыйтура çынна пĕлтеркен сăмахсем çеç пулаççĕ.
Япала ячĕсем падеж, хисеп, сăпат тăрăх улшăннипе палăрса тăраççĕ. Предложенире япала ячĕсем кирек мĕнле член та пулма пултараççĕ, тĕрлĕ пуплев пайне кĕрекен сăмахсене ăнлантарма пултараççĕ: япала ятне - юман йывăç, паллă ятне - аппаран аслă, глагола - юрă юрла.
Видео
Ҫӗнӗ материал
2024.07.21 17:10

Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: Петӗр Хусанкай. Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ. Торгашова Эвелина вулать