1§. Чĕлхери сăмахсен ушкăнĕсем. Пуплев пайĕсем

Теори материалӗсем

Сăмахсене пуплев пайĕсем çине ушкăнлани

Пĕлтерĕшĕсене тата предложени тытăмĕнче хăйсене мĕнле тытнине шута илсе пуплев пайĕсене тулли тата пулăшу пĕлтерĕшлисем çине уйăраççĕ:

  • тулли пĕлтерĕшлисем — япала ячĕ, паллă ячĕ, хисеп ячĕ, местоимени, глагол, наречи, евĕрлев сăмахĕ;
  • пулăшу пĕлтерĕшлисем — хыçсăмах, союз, татăк.

Междомети  сăмахсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарма пулăшмасть, хăй те ыттисемпе çыхăнмасть.

Чĕлхери тулли пĕлтерĕшлĕ сăмахсем тулли мар пĕлтерĕшлисенчен уйрăлса тăраççĕ:

  • вĕсен лексика пĕлтерĕшĕсĕр пуçне грамматика категорийĕсем пур;
  • пĕрисем улшăнакан (вĕçленекен е сăпатланакан), теприсем улшăнман (вĕçленмен, сăпатланман) пуплев пайĕ шутланаççĕ;
  • вĕсем хăйсем тĕллĕнех предложени тăваççĕ, пуплевре тĕп членсем те, кĕçĕн членсем те пулма пултараççĕ.

Тулли мар пĕлтерĕшлĕ сăмахсене урăхла пулăшу сăмахĕсем теççĕ, вĕсем йышлах мар. Ку ушкăна кĕрекен сăмахсен уйрăмлăхĕсем:

  • лексика пĕлтерĕшĕ палăрмасть е пачах çук;
  • грамматика категорийĕсем те çук;
  • улшăнмаççĕ (вĕçленмеççĕ, сăпатланмаççĕ), морфемăсем çине пайланмаççĕ;
  • пуплевре предложени членĕ  пулмаççĕ, тулли пĕлтерĕшлĕ сăмахсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарма çеç пулăшаççĕ;
  • хăш-пĕр пулăшу сăмахĕсем сăмахсен е предложенисен пĕлтерĕшне мĕн енчен те пулин кăшт урăх сĕм параççĕ.

Хушма каҫӑсем

Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)