Интернет журнала материалсем вырнаçтарас пирки
18.02.2024 18:22 | просмотров: 167
"Шкулта" интернет журнал валли материалсем, вĕсене калăплассипе хатĕрлесси, пичетленнĕ материалсемшĕн сертификат çырăнса илесси тата ытти хăш-пĕр хăйне евĕрлĕхсем пирки сăмах каласшăн тепĕр хут
Ахаль журналпа танлаштарсан интернет журналăн мелĕсемпе майĕсем ытлараххи куçкĕретех. Кунта эпир çыруллă материалсемпе сăн ÿкерчĕксемсĕр пуçне ытти электрон материалсене те хаваспах йышăнатпăр. Презентацисем, видео-аудиоматериалсем пирĕн журналшăн чухах пулаççĕ. Вĕсене хатĕрленĕ чухне 'чăвашла' сас паллисемпе кăна усă курмалла мар. Юникод кодировкине кĕрекеннисемпе усă курса çырнисем валли журналта яланах çул уçă пулĕ. "Чăвашла" сас паллисемпе ăсталанисене, паллах, йышăнатпăр. Анчах та, пĕрремĕш, вĕсен пахалăхĕ ыттисенчен чылай лайăх пулмалла, иккĕмĕш - редакторăн ăна тÿрлетсе ларма вăхăчĕ çитсе пымалла.
Çыруллă материалсене 12 кегельпе, 1 интервалпа çырăр, хăвăрăн - авторăн - сăн ÿкерчĕне ярса парăр, унсăрăн статья чĕрĕ мар пулать. Унсăр пуçне статьяпа пĕрле заявлени пулмалла. Хатĕр материалсене civhim2@narod.ru электрон почтăна ярăр.
Çак электрон почтăпах интернет олимпиадăсем ирттерес, социаллă проектсем йĕркелес ыйтусемпе тухма пултаратăр. Лайăх та малашлăхлă проектсене эпир пурнăçа кĕртме пулăшăпăр.
Сертификат илес тесен электрон почта çине ыйтса çырса ярас пулать.
Ытти хыпарсем
Ҫӗнӗ материал
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен