Вăрăм хупă сасăсене икĕ сас паллипе палăртасси

Хупă сасă вăрăммăн илтĕннине  çырура икĕ пĕрешкел сас паллипе палăртаççĕ: аппа, пичче, шăллăм, çулла, хĕлле.

Сăмах пайĕсене куçарнă чухне вăрăмланакан хупă сасăран пĕрне çав йĕркерех хăвармалла, теприне тепĕр йĕркене куçарса лартмалла: ат-те, ан-не, ват-ти, улт-тă, çич-чĕ, сак-кăр, тăх-хăр.

Астăвăр: пĕр сас паллине сăмахран уйăрма юрамасть!  

 

 

Чуххăмăн  шутланă чухне хисеп ячĕ варринчи хупă сасă вăрăмланать: пĕрре, иккĕ, виççĕ. Япала хисепне палăртса шутланă чухне сăмах варринчи хупă сасă вăрăмланмасть: пĕр ача, икĕ пукан, виçĕ кĕнеке.

Ҫӗнӗ материал
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем
2021.01.23 19:06
2021.01.23 19:03
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Кÿршĕ ял хĕр ачи мĕн ятлă-ши? (mp3)
2021.01.23 18:57
Ҫӗнӗ страница: Сăмах
2021.01.23 18:55
Видео хушӑнчӗ: К. В. Иванов. Нарспи. "Сарă хĕр" сыпăк