Порфирий Афанасьев, "Кайкăр"

Теори материалӗсем

Порфирий Афанасьев

Хĕлле. Çил-тăман ним курăнми вĕçтерет. Умра та, хыçра та никам çук. Ăçта çул? Урапа çул шыраса пĕр ача утать. Тĕнчере вăрçă кĕрлет, ашшĕ чирлĕ выртать. Хĕлĕ-çăвĕпе ача аслисемпе пĕрле суха тăвать, тырă вырать, утă çулать. Пурнăç çил-тăман пекех ним курăнми çаврăнать. Çил-тăман витĕр пĕччен ача утать.

Çакăн пек ÿкерчĕк тухса тăрать "Кайкăр" поэма сыпăкне вуланă чухне. Пĕтĕмпех ăнланмалла, пĕтĕмпех уçăмлă. Вулаканшăн уçăмлă  пĕр-пĕр ÿкерчĕке  шăпах литература сăнарĕ теççĕ. Илемлĕ литературăра темĕн те илемĕ сăнар пулма пултарать — çын та, вăл тăхăннă тумтир те, пурăнакан кил-çурчĕ те. Сăнарта чи кирли вăл — çыравçă мĕн каласшăн пулнине ÿкерчĕклĕн кăтартса пама пултарни, кашни ÿкерчĕкпе калас шухăш уçăмланса та вăйланса пыни.

 

"Кайкăр" поэмăри литература сăнарĕ - Андриян Григорьевич Николаев.

Хушма каҫӑсем

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42