Теори материалӗсем
Синтиксиспа пунктуаци
Синтаксис – чӗлхе ӑслӑлӑхӗн пуплев епле йӗркеленни çинчен вӗрентекен пайӗ. Шухӑша палӑртма эпир сӑмахсемпе, сӑмах майлашӑвӗсемпе, предложенисемпе усӑ куратпӑр. Предложенисем хутлӑ тата хутсӑр пулаççӗ.Предложенисенче чӗнӳ сӑмахӗсем те пулма пултараççӗ. Чӗнӳ сӑмахӗсем – кама е мӗне чӗнсе каланине кӑтартакан сӑмахсем. Чӗнӳ сӑмахӗсем предложенин нихӑш членне те пӑхӑнмаççӗ, нимӗнле ыйтура та тӑмаççӗ, çавӑнпа та предложени членӗ пулмаççӗ. Шухӑша палӑртма пӗрлешекен сӑмахсем мӗнле те пулин форма йышӑнаççӗ. Предложенисене пӗр-пӗринпе çыхӑнтарса текст йӗркелетпӗр. Текст уйрӑм предложенисенчен тӑрать. Текстсене виçӗ ушкӑна уйӑрма пулать: калав, сӑнлав, ӑслав.
Предложенисем çырнӑ чухне эпир тӗрлӗ чарӑну паллисемпе усӑ куратпӑр. Чарӑну паллисем текста вулама çӑмӑллатаççӗ, предложенисен шухӑш тытӑмне тӗрӗс ӑнланма пулӑшаççӗ. Çавӑнпа çырӑва чарӑну паллисемпе йӗркелеççӗ. Чарӑну паллисем лартмалли йӗркене пунктуаци теççӗ.
Чарӑну паллисем йышне пирӗн ., : ? «» ! – ( ); кӗреççӗ.