Сăмаха улăштаракан тата сăмах тăвакан аффикссем

Теори материалӗсем

Аффикссем çинчен

Чăваш чĕлхинче çĕнĕ сăмахсем хутшăнсах пыраççĕ. 50 çул каяллахи чăваш чĕлхипе паянхине танлаштарсан вуншар çĕнĕ сăмах хушăннине куратăн. Вĕсем хушшинче сăмах тăвакан аффикс хушшăннипе пулакан çĕнĕ сăмах та пайтах. Мĕнле  аффикс-ха вăл сăмах тăвакан аффикс, урăх йышшисем те пур-и чăваш чĕлхинче? Çакна эпир аяларах илсе кăтартнă таблицăра кĕсен ăнлантарса патăмăр.

Сăмахсене танлаштарăр. Сăмах тымарĕпе аффиксĕсене тупăр.

пулă

пулăпа

пулăçă

сÿре

сÿресĕр

сÿреле

пăр

пăрать

пăркăч

Хăш юпари сăмахсен аффикс хушăннипе пĕлтерĕшĕ улшăннă? Çак сăмахсене çырса илĕр, аффиксĕсене палăртăр.

Хăш юпари сăмахсен форми çеç улшăннă?  Çак сăмахсене çырса илĕр, аффиксĕсене палăртăр.

 

Сăмахсене вулăр та танлаштарăр. Мĕнле уйрăмлăх сисрĕр?

çăка

çăкалăх

çăкан

çăкалăхăн

çăкана

çăкалăха

çăкара

çăкалăхра

Сăмаха улăштаркан аффикссене тупăр. Вĕсене кăларса пăрахсан мĕн юлать? Сăмах тымарĕ кунта хăшĕ?

Сăмахран ăна улăштаракан аффикса кăларса пăрахсан юлакан пайĕ – сăмах тĕпĕ.

Пĕрремĕш юпари сăмахсен тĕпĕ – çăка, иккĕмĕш юпари сăмахсен тĕпĕ – çăкалăх.

Сӑн пуххисем

Куç

Куç

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Хăнăхтарусем. 0.00 Kb | уҫланӑ: 523
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42