Теори материалӗсем
Калаçу чĕлхи
Пурăнан пурнăçра пирĕн тĕрлĕ çĕрте тата тĕрлĕ çынпа калаçма тивет. Шкулта эпир пĕр тĕрлĕ, килте, çывăх çынсемпе, юлташсемпе тепĕр тĕрлĕ калаçнине палăртса: "Ватăпа ватăлла, çамрăкпа çамрăкла», — тенĕ мĕн ĕлĕкренех. Калаçăвăн тĕп функцийĕ – хутшăну функцийĕ, тĕп палли – чĕрĕ пуплев, диалог (икĕ е ытларах çын калаçни). Калаçнă чухне сăмахсене суйласа тăма, шухăша туллин те çыхăнуллă йĕркелеме вăхăт çук. Шухăша каласа пĕлтерме, час-часах, пуплев мĕнле лару-тăрура пулса иртни, сăмаха мĕнле интонаципе (сасăпа) калани, пит-куçа хускатни, ал-урана вылятни пулăшать. Çавăнпа та яланхи хутшăнура калас сăмахсене пурне те каламаççĕ, предложенисене час-часах çыхăнусăр йĕркелеççĕ. Кулленхи калаҫура анлӑ усӑ куракан сӑмахсен тӗп пайӗ вӑл – нейтраллӑ стиль сӑмахӗсем. Ытти сăмахсем е наукӑпа техника ӗҫӗсенче, е искусство кӗнекисенче, е учебниксенче, е ӗҫ хучӗсемпе документсенче тӗл пулаҫҫӗ. Калаҫу стилĕн чĕлхин лексикине икĕ ушкӑна уйăрма пулать: 1) ахаль калаçу лексики. Ку ушкăна лексика диалектизмĕсене тата фонетика сăн-питне улăштарнă сăмахсене кĕртеççĕ: шăнаршă (сăпка), ати (атте);
|