Ятарлă сăмахсем (Профессионализмсем)

Теори материалӗсем

Ятарлă сăмахсем

Чӑваш сӑмахӗсен мӗн пур йышӗнче ҫынсен уйрӑм ушкӑнӗнче ҫеҫ усӑ куракан сӑмахсем те пур. Ун пек сăмахсен шутне пĕр-пĕр профессипе çыхăннă сăмахсем кĕреççĕ. Пĕр-пĕр ĕçе ăста пĕлекен çынсем – специалистсем – халăхра сарăлсах  кайман сăмахсемпе те усă кураççĕ. Тĕслĕхрен: столярсен чӗлхинче анлӑ сарӑлнӑ сӑмахсем: ножовка, вӑрӑм сава, сакруй сави, ик авӑрлӑ сава, рубанок, ал пӑчки, урлӑ пӑчкӑ, тӑрӑх пӑчкӑ, карӑ, ҫилӗмле т.ыт.те. Тимӗрҫӗсен чӗлхинче вӗркӗч, сунтал, кувалтӑ, хӗскӗч, рашпиль, шӑвар тата ҫакӑн йышши ытти сӑмахсем тӗл пулаҫҫӗ. Утарҫӑсен чӗлхинче пачах урӑх йышши сӑмахсем сарӑлнӑ: ама хурт, ӗҫ хурчĕ, сӑрӑ хурт, ҫӑвӑр, йӗпсе, ҫӑвӑр сап т. ыт. те. Диагноз, вакцина, пинцет, рентген – врачсем ĕçре час-час усă куракан сăмахсем.

Уйрӑм профессипе ҫыхӑннӑ ятарлӑ сӑмахсене професси сӑмахӗсем е профессионализмсем теҫҫӗ. Пурнӑҫ аталаннӑ май хӑш-пӗр профессисем кивелсе, манӑҫа тухса пыраҫҫӗ. Çавна май ку професси сăмахĕсем те кивелеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, чӑпта ӗҫĕ пӑрахӑҫланнӑ пирки чӑпта курӑсӗ, курӑс ачи, чӑпта йӗппи сӑмахсем манӑҫа тухнӑ ӗнтӗ.

Тепĕр чух профессионализмсем те майĕпен халăхра пурте усă куракан сăмахсем пулса каяççĕ.

Професси сӑмахӗсемпе писательсем тĕрлĕ професси ҫыннисене сӑнласа панӑ чух усӑ кураҫҫӗ.

 

Профессионализмсене ăнлантаракан уйрăм словарьсем, справочниксем пур. 

Сӑн пуххисем

Ятарлă сăмахсем

Ятарлă сăмахсем
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42