Синонимсем

Теори материалӗсем

Синонимсем

Синонимсем тесе çывăх е пĕр тан ăнлава пĕлтерекен сăмахсене калаççĕ. Чӑваш чӗлхи синонимсемпе пуян.

Чылайăшĕ пӗр япалана пӗлтерекеннисем те (лаша ут, ӑста маҫтӑр, куршӗ пускил, хурав явап ответ), пӗр пахалӑха кӑтартаканнисем те (кахал наян, тирпейлӗ таса типтерлĕ), пӗр ӗҫе е пӗр евӗрлӗрех ӗҫе пӗлтерекеннисем те (макӑр йӗр, савӑн хӗпӗрте хаваслан, калаҫ пупле юмахла сӑмахла халапла пакӑлтат) пур.

Пĕр йышши синонимсен пĕлтерĕшĕсем тан, шӑп пĕр пек пулаҫҫӗ, вĕсене тулли синонимсем теҫҫӗ. Ун пек тĕслĕхсем чӑваш чĕлхинче нумаях мар: чӳлмек куршак, пуянлӑх мул, кӳршӗ пускил, сукмак утма ҫул, ҫерҫи сала кайӑк т.ыт.те.

Стиль уйрăмлăхĕсем тесе лексика пĕлтерĕшĕсем пĕр пекрех килекен, тĕрлĕ стильсенче усă куракан сăмахсене калаççĕ. Тĕслĕхрен, наука стилĕнче çак синонимсем анлă сарăлнă: ĕнентер, çирĕплет.

Çурт кермен, лаша урхамах, калаç пакăлтат сÿпĕлтет синонимсене илес пулсан çурт, лаша, калаç пур чухне те усă курма май пур сăмахсем. Кермен, урхамах илемлĕ литературăра, поэзире усă куракан сăмахсем, илемлĕ литература стильне кăтартуллă. Пакăлтат, сÿпĕлтет кулленхи калаçура çеç тĕл пулакан ансат пуплев сăмахĕсем.

Синонимсем калаçăва илемлĕ те сăнарлă тума пулăшаççĕ.

 

Чĕлхере  синонимсен ятарлă словарĕсем пулаççĕ. Синонимсемпе ăнлантару, куçару словарĕсенче те сăмах пĕлтерĕшне уçăмлатма усă кураççĕ.

Сӑн пуххисем

Синонимсем

Синонимсем
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42