Хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнни, ăна çырура палăртасси

Теори материалӗсем

Хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнни

Чăваш сăмахĕсен варринче хупă сасăсем кĕскен те, вăрăммăн та илтĕнме пултараççĕ. Çавна пула сăмахсем расна пулаççĕ: тĕтĕм – тĕттĕм, така – такка.  Чăваш пуплевĕнче хупă сасă икĕ уçă сасă хушшинче е ялан янăравлă хупă сасăпа уçă сасă хушшинче тăнă чух вăрăмланма пултарать. Çакна çырура икĕ пĕр пек сас палли çырса палăртаççĕ: асăн – ассăн, сивĕн – сиввĕн.

Чăваш чĕлхинче уçă тата [л] сасăпа пĕтекен сăмахсем çумне
-лă(-лĕ), -ла(-ле) аффикссем хушăнсан икĕ л çырмалла:

1) ыйтуллă, хăлхаллă, мăрьеллĕ, хĕвеллĕ, кăмăллă, сухаллă, çуллă;

2) çĕнĕлле, укçалла, ăшăлла, кĕмĕлле, йытăлла, пÿскелле.

Ытти чухне пĕр л çыраççĕ:

1) тăванлă, тĕклĕ, çумăрлă, пылчăклă, тăварлă;

2) тутарла, çынла, тăрăхла, симĕсле.

Икĕ сыпăклă [ă], [ĕ] сасăсемпе пĕтекен сăмахсем çумне аффикс хушăннă чухне икĕ пĕр пек хупă сас палли çырмалла:

  1. япала ячĕсенче: тулă – тулли, сасă – сасси;
  2. паллă ячĕсенче: шурă – шурри, çĕнĕ – çĕнни.

Хупă сасăпа пĕтекен паллă ячĕсенче те аффикс умĕн икĕ пĕр пек хупă сас палли çырмалла: хăмăр – хăмăрри, пысăк – пысăкки, çамрăк – çамрăкки.

Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсенче миçе хупă сас палли çырасси вырăс орфографийĕнчен килет.

Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсен вĕçĕнче тĕп падежра кăна икĕ пĕр пек сас палли çыраççĕ, ытти падежсенче пĕр хупă сас палли çырмалла. Тĕслĕхрен:

  • – металăн, металпа, металсăр, металшăн...
  • – процесăн, процеспа, процесра, процесран...
  • – килограмăн, килограма, килограмран...
 

кросс – кросра, кросран, кросшăн, кросăн...

Сӑн пуххисем

Хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнни

Хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнни
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42