Марина Карягина
Теори материалӗсем
Палиндром
Палиндром тесе малтан малалла та, хыçран каялла та пĕр пек вуланакан цифрăна, сăмаха, сăмах майлашăвне е текста калаççĕ: 12321, аппа.
Марина Карягина – чӑваш сӑмахлӑхӗнчи ку вӑхӑтри чи ӑста ҫыравҫӑсенчен пӗри. Ӑна ыттисенчен тӳрех уйӑрса тӑракан паллӑ енӗ – чӑвашла та, вырӑсла та ҫыпӑҫуллӑ таврӑнккасем (палиндромсем) ҫырма пултарни. Ку енĕпе вӑл Раҫҫей литературинчи таврӑнкка ӑстисен ретне хӑюллӑн тӑма пултарчӗ. (В. Станьял)
Ҫӗнӗ ҫулу - ҫӗн ӗҫ! (Марина Карягина)
Хӗл - ирӗклӗ,
Хӗл - илемлӗ,
Хӗл - сӗтеклӗ-мӗн!
Ӗмӗрӗм!..
Ӗмӗтӗм-ӗмӗтӗм!..
Ӗмӗтӗм ӗмӗрӗмӗн -
ӗмӗлке тӗслӗ...
Хӗл - мел: илӗх,
Ӗлкӗр - илӗх!
(Марина Карягина)
Ҫӗнӗ материал
2024.07.21 17:10
Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: Петӗр Хусанкай. Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ. Торгашова Эвелина вулать


