Стильсем

Теори материалӗсем

Стильсем

Хальхи литература чĕлхинче калаçу стилĕпе кĕнеке стилĕ пуррине палăртаççĕ: калаçу стилĕн тĕп палли калаçу пуплевĕ, тĕп форми диалог (икĕ е ытларах çын калаçни); кĕнеке стилĕн тĕп палли малтан тĕплĕ шухăшласа çыхăнуллă йĕркеленĕ çыруллă пуплев, тĕп форми монолог. Кĕнеке стилĕ хăй çак функциллĕ стильсене уйрăлать: наука стилĕ, ĕçлĕ стиль, публицистика стилĕ, илемлĕ стиль. Сăмахсемпе пĕрисемпе кулленхи калаçура та, кĕнекесемпе хаçат-журналта та, наука ĕçĕсенче те анлă усă кураççĕ, ун пек сăмахсем чĕлхере йышлă; теприсем ытларах поэзире (урхамах, пике, эреветлĕ-теветлĕ) тĕл пулаççĕ; виççĕмĕшĕсемпе наукăра кăна (атом, электрон, водород, синтаксис, падеж) усă кураççĕ.

Калаçу стилĕ калаçу чĕлхи çинче никĕсленет, унăн уйрăмлăхĕсене палăртать. Çав уйрăмлăхсене чĕлхен пур шайĕнче те (фонетикăпа лексикăра та, морфологипе синтаксисра та) асăрхатпăр. Калаçу стилĕн тĕп палли чĕрĕ хутшăну, пуплев, тĕп форми  диалог. Диалогра калаçу шухăшлавпа пĕр вăхăтра йĕркеленет. Кунта калаçнă чухне сăмахсене суйласа тăма, шухăша туллин те çыхăнуллă йĕркелеме вăхăт çук. Шухăша каласа пĕлтерме пуплев мĕнле лару-тăрура пулса иртни, сăмаха мĕнле интонаципе (сасăпа) калани, пит-куçа хускатни, ал-урана вылятни пулăшать. Çавăнпа та кулленхи калаçура сăмахсене пурне те каламаççĕ, предложенисене час-часах çыхăнусăр йĕркелеççĕ. Тĕслĕхрен, пĕр-пĕр çын çăкăр лавккине кĕрсен: «Мана шуррине пĕрре, хурине иккĕ парăр», тенине илтме пулать. Сутуçă ăна «çăкăр» сăмаха каламасăрах ăнланать, мĕншĕн тесен сăмах мĕн çинчен пыни ситуацире курăнать.                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                  

Кăмăл-туйăма палăртакан сăмахсем тата хистев аффиксĕсемпе татăксем, междометисем, тĕпрен илсен, калаçу стилĕн элеменчĕсем шутланаççĕ.

Калаçакан çын именÿсĕр те тÿрккес сăмахсемпе те, ансат пуплев хатĕрĕсемпе те ирĕклĕ усă курма пултарать. Калаçу стилĕн синтаксис хатĕрĕсем те нумай. Калаçу стилĕнче усă куракан лексикăна хăйне темиçе ушкăна уйăрма пулать: пуплешÿ лексики, ахаль калаçу лексики тата диалект лексики.

Пуплешÿ лексики тесе çынсем пĕр-пĕринпе именмесĕр, ирĕккĕн калаçнă чух усă куракан сăмахсене калаççĕ.

Ахаль калаçу сăмахĕсем мĕн пур чăваш халăхĕ усă куракан сăмахсемех, анчах та литература нормине пăхăнмаççĕ, унăн тулашĕнче тăраççĕ: çурмаккай, танкка, кÿпке, пасар ту «шавлă калаç» т. ыт. те.

Илемлĕ стиль – кĕнеке стилĕн пĕр тĕсĕ шутланать. Сăнарлăх пуррипе уйрăлса тăрать.

 

Ĕçлĕ стиль официаллă документсен, указсен, законсен, приказсен, тĕрлĕ органсемпе учрежденисен ĕç хучĕсен чĕлхи. Вăл официаллă хутшăнура йĕркеленет. Кунта кашни сăмах тÿрĕ пĕлтерĕшлĕ. Ĕçлĕ стиль ĕç хучĕсенче (ыйтусенче, пĕлтерÿсенче, актсенче, ĕнентерÿсенче, характеристикăсенче, протоколсенче), тĕрлĕ законсемпе инструкцисенче палăрать.

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42