Сăмахри уçă сасăсен килĕшĕвĕ

Теори материалӗсем

Сăмахри уçă сасăсен килĕшĕвĕ

Чăваш сăмахĕсенче уçă сасăсем хытăлăхпа çĕмçелĕх тĕлĕшĕнчен килĕшсе тăраççĕ: кăмăл, сарă, пулăм, ыхра, тупа. Ку сăмахсенче уçă сасăсем пурте хытă, вĕсене пула умĕнчи тата хыçĕнчи хупă сасăсем те хытă пулаççĕ. Кунашкал (хытă уçă сасăсенчен çеç тăракан) сăмахсене хытă сăмахсем теççĕ.

Çемçе уçă сасăсенчен çеç тăракан сăмахсене çемçе сăмахсем теççĕ. Тĕслĕхрен: кĕмĕл, телей, симĕс, тÿпе – ку сăмахсенчи уçă сасăсем пурте çемçе. Чăваш чĕлхинчи çемçе уçă сасăсем хăйсен умĕнчи хупă сасса та хыçĕнчи хупă сасса та çемçетет.

Сăмахри уçă сасăсем хытăлăхпа çемçелĕх тĕлĕшĕнчен килĕшсе тăнине, уçă сасăсен килĕшĕвне, сингармонизм теççĕ. Чăваш сăмахĕсем ытларах чухне сингармонизм законне пăхăнаççĕ: чукмар, чĕре, пăлтăр, сенĕк, çăмах, çăмарта, çивĕт, çĕпĕр, çĕпре.

Пур чĕлхери пекех чăваш чĕлхинче те пĕр-пĕр закона хирĕçлекен, пăсакан сăмахсем те тĕл пулаççĕ. Чăваш чĕлхинчи хăш-пĕр сăмахсем сингармонизм  законне пăхăнмаççĕ: асатте, пăши, пукане, парне т.ыт.те. Ку сăмахсенче хытă уçă сасăсем те, çемçе уçă сасăсем те пур. Кун йышши сăмахсене хутăш сăмахсем теççĕ.

Чăваш чĕлхинче аффикссем те ытларах чухне мăшăрлă, икĕ вариантлă пулаççĕ: -лă(-лĕ), -сăр(-сĕр), -па(-пе), -ра(-ре), -шăн(-шĕн), -са(-се), -сан(-сен) т. ыт. те. Урăхла каласан, сăмах тĕпĕсем пекех, аффикссем те е хытă, е çемçе уçă сасăллă пулаççĕ. Хытă сăмах çумне аффиксăн хытă варианчĕ (кукамай-па, кукамай-ра, кукамай-шăн), çемçе сăмах çумне çемçе варианчĕ (кĕнеке-пе, кĕнеке-ре, кĕнеке-шĕн) хушăнать.

Чăваш чĕлхинче уçă сасăсен килĕшĕвне пăсакан аффикссем те пур. Вĕсем пурте çемçе вариантлă:

-сем: ача-сем, кĕнеке-сем;

-мĕш: улттă-мĕш, çиччĕ-мĕш;

-чен(-ччен): ир-ччен, каç-чен, кили-ччен;

-серен: кун-серен, çĕр-серен;

-скер: пысăк-скер, пĕчĕк-скер;

-ĕ(-и): кĕнек-и, карандаш-ĕ, кун-ĕ, юрри.

Хăш-пĕр чăваш сăмахĕсенче хытă уçă сасăпа юнашар çемçе хупă сасă пулма пултарать. Унашкал сăмахра хупă сасăсен çемçелĕхĕ юнашар уçă сасăран килмест. Çав сасăсене ([л'], [н'], [т']) уйрăммăн та калама çăмăл: супăнь, тьăх, выльăх.

 

Чăваш сăмахĕсенче хытă сыпăкри [л'], [н'] хупă сасăсем ç, ч умĕн калаçура çемçен илтĕнме пултараççĕ, анчах ун пек чух çырура ь лартмаççĕ: калча, кунча, çулçă. Танлаштарăр: шăпчăк, шăрчăк, шăрç

Видео

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42