Теори материалӗсем
Уçă сасăсене палăртакан сас паллисем
Алфавитри сас паллисем çакăн пек ушкăнланаççĕ: 1) сасса пĕлтерекеннисем тата 2) сасса пĕлтерменнисем. Сасса пĕлтерекеннисем хăйсем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: 1) пĕр сасса пĕлтерекеннисем; 2) икĕ сасса пĕлтерекеннисем. Чăваш алфавитĕнче вун виçĕ уçă сас палли: а, ă, е, ё, ĕ, и, о, у, ÿ, ы, э, ю, я. Уçă сасса кăтартаканнисем – 9: а, ă, ĕ, и, у, ÿ, ы, э, о. Икĕ сасса пĕлтерекен уçă сас паллисем – 4: е, ё, ю, я. Сасса пĕлтерменнисем – 2: ъ, ь. О, ё сас паллисене вырăсларан çыру урлă йышăннă сăмахсенче çыраççĕ: опыт, орден, вертолет. Е, ё, ю, я сас паллисем сăмах пуçламăшĕнче, уçă сас паллисемпе ъ, ь паллăсем хыççăн икĕ сасса пĕлтереççĕ: [йэ], [йо], [йу], [йа]. 1) ял [йал], юрă [йурă], ёлка [йолка], юман [йуман], ен [йэн]; 2) çиет [çийэт], каять [кайать], заём [зайом], хăю [хăйу]; 3) çемье [çемйэ], тухья [тухйа], кĕсье [кĕсйэ], тухью [тухйу]. Ютран çыру урлă йышăннă хăш-пĕр сăмахсен пуçламăшĕнче тата уçă сас палли хыççăн ё вырăнне йо çыраççĕ: район, йод, Йошкар-Ола, майор. Ы, э сас паллисемсĕр пуçне ытти уçă сас паллисене сăмах пуçламăшĕнче те, сăмах варринче те, вĕçĕнче те çыраççĕ: атте, кĕркунне, кăвакал, ăман, яшка, ÿкерчĕк, çитĕнÿ, пуху т. ыт. те. Э сас паллине чăваш сăмахĕсен пуçламăшĕнче тата вырăсларан çырупа йышăннă сăмахсенче çеç çыраççĕ: эпĕ, эсĕ, поэт, электричество. Чăваш чĕлхинче [э] сасса икĕ сас паллипе палăртаççĕ: 1) е сас паллипе (хупă сасăсем хыççăн сăмах варринче тата вĕçĕнче тăнă чух): кĕлет, мерчен, сÿре, тевет, темле; 2) э сас паллипе (сăмах пуçламăшĕнче): эрне, элек, эрĕм, эрмен, эпи. Ы сас паллине сăмах пуçламăшĕнче тата варринче çеç çыраççĕ, сăмах вĕçĕнче çырмаççĕ: ывăç, ыйхă, ыйткалакан, ыраш, сывлăм, сывлăх, сыпкăм, сывлăш. |
Е, ё, ю, я сас паллисем çемçе хупă сасса пĕлтерекен хупă сас палли хыççăн тăрса [э], [о], [у], [а] сасăсене кăтартаççĕ: тÿпе [тÿп'э], сюжет [с'уж'эт], т'яппа [таппа], самолет [самал'от].