Теори материалӗсем
Чăваш литератури - 60-70-мĕш çулсем
Вăрçă хыççăнхи чи паллă пулăмсенчен пĕри вăл - Коммунистсен партийĕн ХХ съезчĕ. Çав съездра уйрăм çынна пысăка хунине сивленĕ. Çакăн хыççăн культурăпа литература çĕнĕ сывлăшпа сывлама тытăнать. Писательсемпе поэтсем çан тавăрса ĕçлеме тытăнаççĕ. Вулакан умне К. Турхан «Сĕве Атăла юхса кĕрет», А. Артемьев «Тăвăл умĕн», Илпек Микулайĕ «Хура çăкăр», Н. Мранькка «Ĕмĕр сакки сарлака», М. Кипек «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ», П. Осипов «Элкей таврашĕ», М. Кипек «Кайăк тусĕ», А. Емельянов «Çавал сарăлсан», А. Талвир «Кĕпер» романсем пичетлесе кăлараççĕ.
Драматургине Н. Терентьев, Н. Осипов палăраççĕ. Поэзире Ухсай Яккăвĕ, П. Хусанкай. Митта Ваçлейĕ, А. Воробьев, С. Шавли, Г. Орлов, А. Алка ячĕсем янраса каяççĕ.
ĔÇ: Александр Алкапа Стихван Шавлин тата мĕнле паллă сăввисене ас тăватăр.
Видео

