Теори материалӗсем
Пушмак йĕрĕ
Хаклă ачасем, сирĕн умра Юрий Скворцов çыравçăн «Пушмак йĕрĕ» хайлавĕ. (Автор çинчен 218-мĕш стр-ра вуласа пĕлмелле). Ку хайлавра çыравçă çын чун-чĕринчи вăрттăнлăхсене уçса парать, гуманизм ыйтăвне хускатать, апла пулсан хайлав çынна юратма, хисеплеме, хÿтĕлеме вĕрентет.
«Пушмак йĕрĕ» - психологилле калав. Калав — эпикăлла çырнă литературăн пĕчĕк форми (кĕске калану ушкăнне кĕрет). Психологилле тени мĕне пĕлтерет-ха? Вăл — литература хайлавĕсенче персонажăн е тĕп геройăн шалти тĕнчине, унăн психологине, чун-чĕре хусканăвне, ĕмĕтне уçса парас тĕллевпе усă куракан хатĕрсемпе мелсен пĕрлĕхĕ.
Юрий Скворцов хăй те пурнăç хĕсĕккине пула вĕренме пăрахса атă-пушмак мастерскойĕнче ĕçленĕ пĕр вăхăт. Çавăнпах пуль калавра çырса кăтартнă Паня ятлă атă-пушмак ăстин сăнарĕ çав тери ĕненмелле пулса тухнă. Паня вулакана ĕçĕпе те, чун-чĕрипе те тыткăнлать. Автор сусăр çын (инвалид) чун-чĕринчи вăрттăнлăхсене чуна тивмелле уçса парать. Ун шухăшĕпе этемĕн сăнĕпе çеç мар, кăмăлĕпе, ĕçĕпе, чунĕпе хитре пулмалла.
Автор хайлава синкерлĕх пафосĕпе (хавхипе) çырнă. Пафос (хавха)— çыравçăн хайлаври ĕçĕсене, сăнарсене, пурнăçа мĕнле шухăш-туйăмпа хакласа çырни. Синкерлĕх пафосĕ тесе кăмăл-туйăма çÿçентерекен, шухăшлаттаракан сăнлăхсем туса хайлаври ĕçсене, сăнарсене сăнланине калаççĕ. Калавра символсем те нумай. Символ тесе çут çанталăк е япала сăнарĕ урлă этем пурнăçĕн, ĕçĕ-хĕлĕн е шухăшĕн паллине сăнлакан нумай пĕлтерĕшлĕ куçăмлă ăнлава калатпăр.
Героя (Паньăна ) пур енлĕн сăнлас тĕллевпе Юрий Скворцов тĕрлĕ мелсемпе усă курать: пейзаж, герой тыткаларăшĕпе калаçăвĕ, автор характеристики, психологиллĕ сăнлăх, ăшри монолог, лиризм.
Психологиллĕ сăнлăх — геройсен характерне чун-чĕре хусканăвĕ, кулянăвĕ урлă кăтартни. Пейзаж — çут çанталăк ÿкерчĕкĕ, вăл геройсен шухăш-кăмăлне е вĕсем çинчен каланине витĕмлĕрех кăтартма пулăшакан мел.
Хушма каҫӑсем
- "Юрий Скворцов произведенийĕсем" презентаци
- Юрий Скворцов, "Пушмак йĕрĕ" калав
- Калăп, атпăри, аçлăк, униче сăмахсене ăнлантарса парăр.
Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

