Хутлă предложени. Çыхăну паллисĕр хутлă тата сыпăнуллă хутлă предложенисем

Теори материалӗсем

Хутлă предложени

Предложенисем хутсăррисем çеç мар, хутлисем те пулаççĕ. Хутлă предложени икĕ е темиçе хутсăр предложенирен тăма пултарать. Ун пек пĕрлĕхе хутлă предложени теççĕ.

Хутлă предложенири хутсăр предложенисем пĕр-пĕринпе чĕлхе хатĕрĕсемсĕр тата союзсемпе çыхăнса тăраççĕ.

Пайĕсем чĕлхе мелĕсĕр çеç çыхăнакан хутсăр предложенисене урăхла çыхăну паллисĕр  хутлă предложени теççĕ.

 Ку çуртра манăн пичче пурăнать, юнашарринче — аппа. Ĕмĕр иртет — кун юлать.

Хутлă предложенири хутсăр предложенисем пĕр-пĕринпе тĕрлĕ союзпа çыхăнма пултараççĕ: тата, та (те), ни-ни, анчах, çапах, атту.

Сыпăнуллă союзсемпе çыхăннă  хутсăр предложенисен пĕрлĕхне сыпăнуллă хутлă предложени теççĕ. Тĕслĕхрен: Нÿрĕ шăрш та çапрĕ, анчах çумăр çумарĕ. Ямшăк лашине пушăпа çапрĕ те, хыçран тăман кăна вĕçсе юлчĕ.

 

Çырура хутлă предложение кĕрекен хутсăр предложенисене ытларах чухне пĕр-пĕринчен хÿреллĕ пăнчă лартса уйăраççĕ. Тĕслĕхрен:  Кĕтмен çĕртен çанталăк уяртса ячĕ, хĕвел хĕртсе пăха пуçларĕ.

Сӑн пуххисем

Хутлă предложени тĕсĕсем

Хутлă предложени тĕсĕсем
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42