Текст теми, тĕп шухăшĕ

Теори материалӗсем

Текст теми, тĕп шухăшĕ

Тема вăл – мĕн çинчен те ĕнентерни.

Тема анлă тата ансăр пулма пултарать. Ансăр тема анлă темăн пĕр пайĕ çеç. Тĕслĕхрен, «Хĕлле» – анлă тема. Ку темăпа вĕренекенĕн  хĕллехи вăхăтпа çыхăннă ĕç-хĕл, пулăм çинчен пĕтĕмĕшле çырмалла (хĕл илемĕ, пурнăç улшăнăвĕ, хĕллехи вăхăтăн уйрăмлăхĕ: çил-тăманĕ, юр çуни, шыв пăрпа витĕнни;  Çĕнĕ çул уявĕ т.ыт. те). «Хĕлле» темăпа çыхăннă ансăр темăсем: «Хĕл пуçламăшĕ», «Хĕллехи ир», «Тăвайккинче ярăнни», «Хĕллехи каç», «Юр çинчи йĕрсем», «Хĕллехи вăрман», «Юр çуни», «Çил-тăманлă каç», «Çĕнĕ çул каçĕ», «Хĕл –художник», «Йывăçсен шурă пĕркенчĕкĕ» т. ыт. те.

Текстăн тĕп шухăшĕ – автор мĕн каласшăн пулни, авторăн пĕр пĕтĕм тĕллевĕ. Вăл – ăс пани, пурнăç пурăнма (пĕр-пĕрне хисеплеме, ăнланма, пулăшма, юратма, хаклама) вĕрентсе калани пулма пултарать. Калăпăр, сăнланă май автор тăван тавралăха юратнине тĕп вырăна хурать. Ку текстăн (сочиненин) тĕп шухăшĕ пулса тăрать.

 

 «Каллех шкулта» темăпа çыракан ача сентябрĕн пĕрремĕшĕнче  ирех вăранни, шкула кайма хăвăрт пуçтарăнни,  шкула вăхăт çитичченех тухса чупни, уроксем пуçланасса тÿсĕмлĕн кĕтни, вăхăт ытла та вăраххăн шуни çинчен çырать пулсан — текстăн тĕп шухăшĕ  питĕ вĕренес килни пулса тăрать.

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42