Каламаллине каламаллах

Теори материалӗсем

Этем мĕнле пулса кайнă?

"Вăрçăрах тăхăнса çӳренĕ гимнастеркине каска çине хывса хунă та тăрăшсах суха пуç юсать этем. Ĕçшĕн тунсăхласа-тĕмсĕлсе çитнĕ пулас вăл; аллисем ытла вăр-вар, ĕçе тĕплĕ тăвас тесе тăрăшни, шутсăрах хыпкаланни сисĕнет. Ĕçленĕ май, илтĕни-илтĕнми сасăпа юрă та ĕнĕрет хăй: «Пирĕн урам анаталла, шуса анать пĕр çуна-а...» Суха пуçĕн хăрах туртине, çĕршĕннипе хуçăлнăскерне, улăштарать малтан, купташкасене пуртăпа çапа-çапа пĕлтĕрхи тăпраран тасатать, хĕрарăмсем тем тĕрлĕ муталаса çыхса пĕтернĕ пăркăч-пăявсемпе вуншар тĕвĕллĕ кантрасене каса-каса перет те тин çеç хăй явнине çыхса пăрать, вара тăрă тӳпери хĕвел çине пăхса илсе суха пуçĕн кĕленче пек çуталса, якалса кайнă шĕшкĕ авринчен ярса тытать." - çапла пуçланать "Чи пĕчĕк патшалăх" повесть. Ача ашшĕне тилмĕрет кăна - этем мĕнле пулса кайнă? Çăмăл ыйту-ши, йывăр ыйту-ши? Вуланăçемĕн пĕтĕмпех ăнланма пуçлатăн. Этемрен çын пулма нумай тăрăшмалла иккен.

Видео

Хушма каҫӑсем

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42